Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Р. Шевлепи калавӗсенчи ваттисен сӑмахӗсен витӗмӗ

Пирӗн чӑваш литератури пуян. Ҫыравҫӑсен йышӗ те сахал мар. Хӗрарӑм-ҫыравҫӑсем те литература анине ҫулран-ҫул хутшӑнсах пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Роза Шевлепи. 80-мӗш ҫулсенче пырса кӗчӗ вӑл пирӗн литературӑна. Унӑн пултарулӑхӗ хӑйне евӗрлӗ, хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ уҫҫӑнах палӑрать. «Ачалӑх пахчи», «Йытӑ куҫҫулӗ», «Пурнӑҫ сукмакӗ» кӗнекесем ачасен юратнӑ кӑларӑмӗсем пулса тӑчӗҫ. Нумаях пулмасть кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ. «Азбука — ӑслӑлӑх кӗнеки» ятлӑ вӑл. Ӑна кӗҫӗн ҫулхи ачасене халалланӑ.

Ачасене сапӑрласа ӳстерес ӗҫре ваттисен сӑмахӗсем питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Нумай ҫул хушши шкулта ӗҫленӗ тата икӗ хӗрпе ывӑл ӳстернӗ хыҫҫӑн литература тӗнчине пырса кӗнӗ Роза Шевлепи ҫыравҫӑ ҫакна чунӗпе, ӑсӗпе туять. Ахальтен мар вӑл хӑйӗн ача-пӑча хайлавӗсенче ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшӗсемпе тӑтӑшах усӑ курать.

Ҫыравҫӑ кӗнекен умсӑмахне икӗ ӑру ҫыннисем пӗр-пӗринпе калаҫнинчен пуҫлать. Мӑнукӗ асламӑшне вӑйӑ выляма ыйтать: «Кашни сас паллипех пуҫланакан чӗрчун, вӗҫен кайӑк, курӑк-ҫимӗҫ ячӗсене тупар-и? Вӗсем ҫинчен пӗр-пӗрне калав та, юмах та каласа парар-и? Вӑййа эсӗ пуҫла. Юрать-и?», — тет. «Лайӑх итле. Итлеме пӗлетӗн пулсан, вулама та часах вӗренӗн», — канаш парать асламӑшӗ. Пуҫлать вара ватти хӑйӗн калавӗсемпе юмахӗсене калама. «А» саспаллирен пуҫлать те «Я» саспаллипе вӗҫлет. Ҫак хайлавсенче ваттисен сӑмахӗсене ӑша хывса ачасене ӑс парать, вӗсене пурнӑҫра мӗнле ҫынсем пулмаллине шахвӑртса калать, шухӑшлама вӗрентет, вӗсен калаҫу чӗлхине аталантарать.

Кӗске калавсемпе юмахӗсене ҫырнӑ чухне Роза Шевлепи тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, халӑх сӑмахлӑхӗпе пӗлсе тата вырӑнлӑ усӑ курнӑ. Ҫакна тума ӑна хӑй мӗн пӗчӗкренех тӑван халӑх хушшинче ӳссе ҫитӗнни пулӑшнӑ. «И» саспаллипе пуҫланакан калавах илер. Кунта сюжечӗ акӑ мӗнле: Иринӑн иҫӗм ҫырли ҫиесси килнӗ. Амӑшӗнчен пасарта сутаҫҫӗ-ши тесе ыйтать. Амӑшӗ вара ку ҫырла килте пурри ҫинчен калать, «изюм» ятлӑ иккен. Хӗрача вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет, ҫырлан икӗ ятне те пӗлнишӗн савӑнать. «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен тени тӗрӗс ҫав», — тесе вӗҫлет хӑйӗн хайлавне ҫыравҫӑ.

Илер-ха тата тепӗр калава. Мӑнукне кӑсӑклантарас тесе асламӑшӗ «К» саспаллипе пуҫланакан чӗрчун ячӗсене каласа каять: «куккук», «кашкӑр», «качака», «карӑш», «карӑк», «карас», «кӑртӑш» сӑмахсене асӑнать. Хӑш-пӗрисене мӑнукӗ илтмен те-мӗн. «Вулама вӗренсен тем те вуласа пӗлӗн. Кӗнекепе туслашакан пӗлӳпе пуян пулать», — юлашкинчен ӑс парать ватӑ хӗрарӑм.

Роза Шевлепи хӑйӗн калавӗсем урлӑ ачасене пӗчӗкренех ӗҫе юратма вӗрентет. «Э» саспаллипе пуҫланакан калавра акӑ автор ӗҫлекен ҫынсене эрешмен сӑнарӗнче курать. Ырми-канми ӗҫленӗ — тӗртнӗ, ҫӗленӗ, танатине лекекенсене тыткӑна илнӗ. «Ӗҫрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр», — тенӗ вӑл, — ҫапларах сӑнарлать ҫак ӗҫчен кӑпшанка ҫыравҫӑ. Пӗррехинче ҫерҫи ҫунаттипе эрешмен картине лекнӗ те йӑлт ҫурса пӗтернӗ. Инкеке лекнӗ чӗрчунӑн вара «ҫӗнӗ карта тытма тивнӗ». Автор хӑйӗн хайлавне каллех ваттисен сӑмахӗпе пӗтӗмлетет. «Ватма ҫӑмӑл та, ҫӗнӗрен тума йывӑр», — тет. Ӗҫпе ҫыхӑннӑ калавсене уҫса парас тӗллевне ҫыравҫӑ ҫавӑн пекех «Кая юлсан каю шӑтать», «Кам кулач ҫиес тет, кахалланса выртмасть», «Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске» ваттисен сӑмахӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ.

«Азбука — ӑслӑлӑх кӗнекинче» автор тӑванлӑхпа юлташлӑх темине те ҫутатать, пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме, упрама вӗрентет. Илӗр-ха «Л» саспаллипе пуҫланакан калава. Кунта автор лӗпӗш хӗвел ӑшшинче хӑйӗн илӗртӳллӗ ташшине ташлани, улӑхри чечексен илемӗпе киленни, сывлӑм тумламӗ ҫинче хӑйӗн сӑнне курса савӑнни ҫинчен калать. Анчах та вӑл пӗччен. Унӑн юлташӗсем ҫук. Пӗччен кичем. «Тус-юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек», — тесе вӗҫлет хайлавне автор. Хӗрӗме калам та — кинӗм илттӗр тенӗ пек, ачасен пурнӑҫӗнче те ҫавӑн пек пулса ан тухтӑрччӗ тесшӗн ӗнтӗ вӑл.

«Т» саспаллирен пуҫланакан калавра тӑмана хӑна пухнине сӑнласа панӑ. Чӗннӗ чӗрчунӗсем питӗ нумаййӑн пуҫтарӑннӑ: тӑрна, тӑри, текерлӗк, тӗкӗлтура, турткӑш, тӗве, така, тилӗ.

«— Ай-уй, эпир епле нумаййӑн, епле тӑвӑр кунта, — турткалашнӑ турткӑш.

— Ҫук, тенӗ ӑна хирӗҫ текерлӗк. — «Тӑвӑр пулсан та, туссем ҫумра чух лайӑх...»

Текерлӗк сӑмахӗпе автор шухӑшӗ кунта пӗр килеҫҫӗ.

Туслӑх теми ку кӗнекере чи пысӑк вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш пулмасть. Ку ыйту килти выльӑхсене те «шухӑшлаттарать» иккен. Илер-ха «Ы» саспаллирен пуҫланакан калава. Ҫамрӑк ывӑлне сурӑх акӑ ҫапларах ӑс парать: «Пурнӑҫра ырра вӗренме тӑрӑш. Пурнӑҫ пурӑнса ирттересси уй урлӑ каҫасси мар. Тус-юлташна суйласа илме пӗл: пули-пулмипе туслашиччен пӗччен пулни лайӑхрах. Анчах ҫакна та асра тыт: пӗччен такана тукмак тытать». Пӗр пӗчӗк калаврах мӗн чухлӗ вӗрентсе калани, мӗн чухлӗ ырӑ сӑмах! Ача пурнӑҫӗн пуласлӑхӗ кашни амӑшнех пӑшӑрхантарать-ҫке. Ҫав тери меллӗ усӑ курма пӗлет халӑх ӑслӑлӑхӗпе Роза Ивановна.

Каппайчӑксем те пур пирӗн пурнӑҫра. Ҫавӑн пеккисене те питлет автор. Пӗр калавӗнче ытти кайаксем мухтанчӑк ҫерҫие йӑвинчен хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл: «Ку лупас айӗнче... пӗр кайӑка та хӑвармастӑп: кӑвакарчӑна та, чанана та!» — тесе каппайса кӑшкӑрнӑ. Автор вара, пӗтӗмлетсе, ваттисен сӑмахӗсемпе ҫапла калать: «Чӗлхепе Атӑла та пӗвелеме пулать, тӳпери ҫӑлтӑра та алла илме пулать», — тет.

«Азбука — ӑслӑлӑх кӗнекинче» ҫыравҫӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ. Ку калавсем ачасене калаҫма, шухӑшлама, пӗр-пӗринпе туслӑ пулма, ашшӗ-амӑшне хисеплеме, ҫӗре юратма вӗрентеҫҫӗ. Кашни хайлавӑн тӗп шӑнӑрӗ пур. Ӑна писатель ваттисен сӑмахӗсемпе пӗтӗмлетет. Пурӗ ҫак кӗнекере автор ваттисен 31 сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Ку кӑларӑм, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва сапӑрлас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Унпа ача сачӗсенчи сапӑрлавҫӑсем те, пуҫламӑш классенчи вӗрентӳҫйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, аслашшӗ-асламӑшӗсем те усӑ курӗҫ. Ман шутпа, вӑл пирӗн сӗтел ҫинчи яланхи кӗнеке пулма тивӗҫлӗ.

Надежда Николаева,
40-мӗш вӑтам шкул вӗрентӳҫи,
Шупашкар хули.
«Тӑван Атал», 2002, 6№


 
Категорисем: Роза Шевлепи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-20 16:56:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5377 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем